Пултаруллӑ сӑвӑҫ Петӗр Ҫӑлкуҫ пурӑннӑ пулсан ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 65 ҫул тултарӗччӗ. Шел те, унӑн пурнӑҫӗ вӑрӑм пулман. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Литература музейӗнче ӑна халалланӑ мероприяти иртнӗ.
Петӗр Ҫӑлкуҫ Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи шкулта тата Сиккассинче вӗреннӗ. Вӑл ҫамрӑк чухнех хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытнӑ. 1970 ҫулта ӑна «Пионер сасси» хаҫата чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулах Петӗр Ҫӑлкуҫ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ. 1977 ҫултанпа вӑл «Тантӑш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ.
«Вӗл! вӗлкӗш, парӑсӑм», «Асатте ялӗнче», «Салтака каять така», «Тӗнчене эпир килетпӗр» — ҫак хайлавсемпе палӑрнӑ поэт. Унӑн ывалӗ Сендиер Кузьмин аса илнӗ тӑрӑх, ашшӗ кашни кун пӗр йӗрке те пулин ҫырма тӑрӑшнӑ. Вӑл ачасем валли нумай хайлав ҫырнӑ. Унӑн сӑввисемпе композиторсем юрӑсем те хайланӑ. Халӗ вӗсене халӑх хапӑлласах итлет.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче нелегалсене ӑнсӑртран чарнӑ. Саккуна пӑсса пирӗн ҫӗршыва килнӗ ҫынсене тытса чарнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем автобуса Шӑхасан тӗлӗнче тӗрӗслес тесе чарнӑ. Унта вара — нелегалсем: сакӑр арҫын тата икӗ хӗрарӑм. Вӗсене документсене тӗрӗслес тесе чарнӑ.
Вуннӑшӗнчен иккӗшӗн докуменчӗсем йӗркеллӗ пулман. Вӗсен тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Йӗрке хуралҫисем кунашкал профилактикӑна малашне те ирттерӗҫ. Ку Раҫҫейре саккуна пӑсса пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисене тупса палӑртма пулӑшать.
Регионсем хушшинче иртекен «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2017» конкурса Челепи шкул ачи те хутшӑнӗ. Унти 105-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Попов ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекессишӗн Екатерина Тельцова (вӑл унти чӑвашсен наци автономийӗн пайташӗ) хавхалантарнипе хӑй пултарулӑхне тӗрӗслеме шут тытнӑ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хутшӑнмалли ӗҫсене йышӑнса пӗтернӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре йышӑннӑ Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ конкурса 109 ӗҫ пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Элӗк, Канаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи тата Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри хӗрачасемпе арҫын ачасен пур.
Маларах асӑннӑ Челепи ачин пултарулӑхне «Сочинени» номинацире хаклӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14-сехетре Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче чыслӗҫ.
Паян эпир Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӑмӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен умӗнче сӑмах калакансен йышӗнче вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай, «Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников, YouTube-ри «Шкул ТВ» канал йӗркелӳҫи Владимир Андреев, «Сувар ТВ» йӗркелӳҫи Ултиар Цыпленков тата ыттисем пулчӗҫ.
Маларах систернӗ пекех хӑшӗ миҫемӗш вырӑна тухнине эпир паянхи чыславра кӑна пӗлтертӗмӗр. Ҫавах та вырӑнсӑр юлнисене ахаль хӑвармарӑмӑр — вӗсене те пӗчӗк парне патӑмӑр. Чыслава пӗтӗмлетнӗ май пӗчӗк лотерея та ирттертӗмӗр — пылак ҫимӗҫ выляттартӑмӑр.
Ҫак хутшӑнакансем вырӑнсене тивӗҫрӗҫ (баллсем пирки: мӗн чухлӗ пӗчӗкрех ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах; балл — кашни хаклавҫӑ хутшӑнакана миҫемӗш вырӑна панин вӑтам виҫи; сӑмахран, Ершова Аннӑна пӗри 1-мӗш вырӑн панӑ, тепри — 5-мӗш; тепӗр иккӗшӗ — 2-мӗш, вӑтамран вара 2,5 пулать; ку хаклавҫӑ ӗҫе япӑхрах хак панӑ теесрен хӑшӗ мӗнле хакланине пӗлтерместпӗр):
Пӗчӗккисен ушкӑнӗ: Ершова Анна (Етӗрне районӗ; 2,5 балл) — 1-мӗш вырӑн; Фомина Эвелина (Елчӗк районӗ; 4 балл) тата Павлова Карина (Комсомольски районӗ; 4,25 балл) — 2-мӗш вырӑн; Демьянова Вероника (Елчӗк районӗ; 4,5 балл), Усанова Анна (Елчӗк районӗ; 4,5 балл) тата Алексеева Аэлита (Сӗнтӗрвӑрри районӗ; 5 балл) — 3-мӗш вырӑн.
Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Вӑл пулӑшнипе ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене ӗҫлеме каяҫҫӗ. Куншӑн вӗсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.
Ҫак программӑна 2017 ҫул вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Эппин, ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене тата кайӗҫ.
Программа пурнӑҫланнӑранпа Чӑваш Енре 315 тухтӑр ялти пульницӑсене ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 36-шӗ пӗлтӗр ӗҫ вырӑнӗллӗ пулнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсем яла килес енӗпе Канаш районӗ мухтанпа пултарать. Унта 49 медик килнӗ. Патӑрьел районне вара – 39 тухтӑр. Муркаш районне – 32, Шупашкар районне – 30, Комсомольски районне – 19, Красноармейски районне – 18, Хӗрлӗ Чутай районне 18 тухтӑр килнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал тухтӑра 1 миллион тенкӗ парас вӑхӑт тӑсӑлать. Унччен календарьти 30 кунра панӑ пулсан халӗ – 30 ӗҫ кунӗнче.
Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ ӳснӗ. Пӗлтӗр, 2016 ҫулпа танлаштарсан, ку чирпе 77 ҫын ытларах чирленӗ.
Пӗлтӗр республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ 281 ҫынна шута илнӗ. 2015 ҫулта вара кунашкаллисен йышӗ 204 ҫын пулнӑ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ку чир ытларах ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерет. Анчах психотроплӑ япаласене венӑна шприцпа янӑ чухне ВИЧ ертекен йышланнине те палӑртмалла. Ку кӑтарту 2011 ҫултанпа 17,1 процентран 33,9 процент таран ӳснӗ.
Роспотребнадзор 2017 ҫул тӗлне республикӑра 100 пин ҫынран 145-шӗ ВИЧпе чирлине палӑртнӑ. Ку чирпе чирлисене Канаш хулинче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче нумай шута илнӗ.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин канашлӑвӗнче ҫул-йӗр тӑвакансене сӑмах лекнӗ.
Ҫул-йӗр тӑрӑмне тишкернӗ Владимир Иванов яваплисем пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вырӑна тухсах тӗрӗсленине палӑртнӑ. Федераци пӗлтерӗшлисенчен Канаш районӗнчи Шӑнкӑртам патӗнчи ҫула хурланӑ. Министр ҫул-йӗре вӑтам хак панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку енчен ҫивӗчрех пулнӑ. Вӑл ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапланипех ҫырлахмалла маррине, ӑна тӗплӗн тата вӑхӑтра юсамаллине тата подряд организацисене тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ. Тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан подрядчиксене явап тыттармаллине те палӑртнӑ Элтепер.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енри ҫул-йӗре юсама 5 миллиард тенкӗ ытла пӑхса хӑварнине шута илсен тупра енчен йывӑрлӑх пулмалла мар.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсен администрацийӗсем пурӑнмалли 471 ҫурт тӗлӗшпе социаллӑ найм мелӗпе килӗшӳ тунӑ. Кунашкал тепӗр 552 килӗшӳ алӑ пусмалла.
Канашлура ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр районта вара ку тӗлӗшпе кӑлтӑксем пур-мӗн. Тӗслӗхрен, Улатӑрта ҫурт-йӗрӗн пасар хакне палӑртмашкӑн укҫа-тенкӗ ҫук. Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче хака палӑртас ӗҫ вӑраха тасӑлнӑ.
Кунашкал лару-тӑру Михаил Игнатьева кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл пуҫлӑхсене ӗҫлеме, палӑртнине пурнӑҫлама хушнӑ. Программӑна вӑхӑтра пурнӑҫласси администраци пуҫлӑхӗсен яваплӑхӗ пулнине хыттӑн аса илтернӗ. «Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлаймастӑр тӑк алӑ пусмалла та тухса каймалла», — тенӗ Михаил Васильевич.
Канаш районӗнчи Хучел ялӗнче ҫитес виҫӗ ҫулта 120-е яхӑн пӳрт туса лартмалла. Пурте пӗр урамрах пулӗҫ-и — хальлӗхе пӗлместпӗр. Анчах ҫав ҫуртсене тума палӑртнӑ территорие аталантарма, хӑтлӑх кӗртме республика хыснинчен 12 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрасси паллӑ. Кӗмӗл федераци тата республика бюджечӗсенчен тивӗҫӗ.
Асӑннӑ территорие укҫа уйӑрассине ятарлӑ конкурсра палӑртнӑ. Субсиди парассине ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер укҫапа епле усӑ курнине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма чӗнсе каланӑ.
2017–2020 ҫулсенче ҫавӑн пекех Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчерӗн хӗвелтухӑҫ пайне, Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗн кӑнтӑр пайне хӑтлӑх кӗртме укҫа уйӑрмалла.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Пикшихри культура ҫуртӗнче «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурс иртнӗ.
Районти пур ялтан тенӗ пекех чӑваш ҫи-пуҫне илсе пынӑ: хӗрарӑмсемпе арҫынсен авалхи пир кӗписене, сурпансене, хуҫалӑхра усӑ курнӑ савӑт-сапана... Ӗлӗкхи тата хальхи вӑхӑтра ӑсталанӑ хушпупа тухьян уйрӑмлӑхне тимлӗ куракансем тӳрех асӑрханӑ.
Жюрире Чãваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чãваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ, халӑх ӑстисен ассоциацийӗн ертӳҫи Зинаида Воронова тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн кафедра ертӳҫи Раиса Васильева пулнӑ.
Уява Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗнчи «Шӗкӗр», Кошнаруй культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем», Татмӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Татмӑш ен», Хирти Катекри «Шевле» ушкӑнсем илем кӳнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |